| 13510 | Пыл тесе пӳрнене хыпса ҫӑтаймӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13511 | Пыл тесе ҫӑпалапа хыпаймӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13512 | Пыл тутлӑ та, нумай ҫиме юрамасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13513 | Пыл тутлӑ тесе пӳрнене ҫӑтса ярас мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13514 | Пыл чӗресси пылпа ватӑлмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13506 | Пыл-пыл тенипе ҫӑварта пылак пулас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13515 | Пыла ҫаралла ҫисен чӗрене тивет теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13516 | Пылака пыл ярса пӑсаймӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13517 | Пылакран йӳҫе тӑвӑн та, йӳҫӗрен пылак тӑваймӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13518 | Пылӗ ҫех пултӑр, ҫиес текен тупӑнӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13519 | Пылна лартса патӑн пулсан ҫӑкӑрна та ан хӗрхен. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13520 | Пылне ҫиекенӗн пырне ларман тет, чӗресне ҫулаканӑн чӗлхине тӑрӑннӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13522 | Пылпа сӗрсен пушӑт хуппи те тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13521 | Пылпа сӗрсен пӳрнӳне те ҫӑтса ярӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13523 | Пылпа ҫисен палан та тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13524 | Пылра хӗрӗх тӗрлӗ эмел теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13525 | Пылтан тутлӑ пулма ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13526 | Пыра ырлӑх, алла хурлӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13527 | Пырна пула выҫӑ ан юл. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13528 | Пырна пула выҫӑ вилӗн теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13529 | Пырна пула пуҫна ҫийӗн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13530 | Салма яшки — салам яшки. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13531 | Сӑлтавӗ пултӑр — ӗҫки тупӑнать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13532 | Сӑра ӗҫесси сӑвай ҫапасси мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13533 | Сӑра ӗҫме сӑр кирлӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13534 | Сӑра ӗҫсен сӗмлентерет, эрех ӗҫсен эрлентерет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13535 | Сӑра кӑпӑкли лайӑх, арӑм кӑмӑлли лайӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13536 | Сӑра кучӗ сарлака. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13537 | Сӑра сакки сарлака тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13538 | Сӑра тесе сӑхман сутса ӗҫес мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13539 | Сӑра тусан ҫӑра ту, шӗвӗ тусан ан та ту. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13540 | Сӑра шӑрши яла сарӑлать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13541 | Серте-пултӑран ҫӑкӑр хутне кӗрет теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13542 | Сӗчӗ пӗҫерсен турӑхне вӗрсе сыпнӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13543 | Сивӗ ҫу чӗресси тулашӗнченех паллӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13544 | Сулахай арман авӑрать теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13545 | Ҫӑварна ҫу, пырна пыл. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13547 | Ҫӑкӑр вутпа мар, тарпа пиҫет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13548 | Ҫӑкӑр вутти ҫӗклекене ҫӑкӑр сӑмси. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13549 | Ҫӑкӑр кулачӑн куккӑшӗ пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13550 | Ҫӑкӑр кӳрен алла ҫыртмаҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13551 | Ҫӑкӑр пӗҫериччен малтан яшка пӗҫерес пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13552 | Ҫӑкӑр пӗтсен пашалу та тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13553 | Ҫӑкӑр пулсан пурӑнма пулать вара. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13554 | Ҫӑкӑр ҫиесси ҫӑк туртасси мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13555 | Ҫӑкӑр ҫиме пӗлекенӗн ҫӑкӑр тупма ӑс пултӑр. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13556 | Ҫӑкӑр ҫиме пӗлсессӗн ҫӗҫӗ тытса касма та пӗлес пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13557 | Ҫӑкӑр ҫинӗ чух тӗпренчӗк ӳкмесӗр пулас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13558 | Ҫӑкӑр ҫунӑкне ҫисен упаран хӑраман теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13559 | Ҫӑкӑр татӑкне пӑрахакан ҫӑкӑр тӗшне тӑман ҫын. | Тутӑ — Выҫӑ |